«ТурСтат» аналитика агентстви Раҫҫейри ҫак ҫуркунне пулакан культура мероприятийӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чи лайӑх 10 мероприяти йышне Шупашкарта йӗркеленекен Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ те кӗнӗ.
Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак йыша Мускаври «Мускав ҫуркунни A Cappella» фестиваль, Питӗрти «Dance Open» балет фестивалӗ, «Клинри ҫуркунне» юрӑ-кӗвӗ фестивалӗ, Мускав облаҫӗнчи «Красногорский», Ленинград облаҫӗнчи «Литературӑпа кино» кинофестивальсем, Пенза облаҫӗнчи «Ылтӑн провинци» театр фестивалӗ, Челябинск облаҫӗнчи «Уралти искусствӑсен эрни» курав, Тамбов облаҫӗнчи С.В. Рахманинов ячӗллӗ музыка фествивалӗ, Шупашкарти М.Д. Михайлов ячӗллӗ балет фестивалӗ тата Чулхула облаҫӗнчи «Чӗресен кӗвви» бард-фестиваль кӗнӗ.
Палӑртса хӑварар, Шупашкарти фестиваль ака уйӑхӗн 12-22-мӗшӗсенче иртет. Ҫав вӑхӑтра «Жизель», «Золушка» «Ромео и Джульета», «Весна священная», «Жар-птица» тата «Чиполлино» балетсене кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне гала-концерт та пулӗ.
Чӑваш Енри шали ӗҫсен министрӗн ҫумне Сартури ҫынна ҫирӗплетнӗ. Унпа Сергей Неяскин министр чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллаштарнӑ.
Пысӑк должноҫ йышӑннӑ ҫӗнӗ ҫын — Леонид Маркович Вакс, вӑл — шалти службӑн полковникӗ. Сергей Неяскин хӑйӗн ҫумне ӑста тата опытлӑ ертӳҫӗ тесе хакланӑ.
1973 ҫулта ҫуралнӑ Леонид Вакс шалти ӗҫсен тытӑмӗнче ҫирӗме ҫитсен тимлеме тытӑннӑ. Тамбов облаҫӗнче те ӗҫленӗ, Сарту тӑрӑхӗнче те. Налук преступленийӗсем тата пуҫиле шырав енӗпе пуҫлӑх вырӑнӗсене йышӑннӑ. Юлашки виҫӗ ҫулта вӑл Сарту облаҫӗнче ШӖМӗн Тӗп управленийӗнче штаб пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
ЧР ШӖМӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, Леонид Вакс икӗ аслӑ пӗлӳллӗ, ведомство наградисемпе ӑна темиҫе те наградӑланӑ. Авланнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезчӗ иртет. Хальхинче ӑна Чӑваш Енре йӗркелеме палӑртнӑ.
Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 250 ытла ҫын килӗ. Вӗсен йышӗнче субъектсенчи вӗренӳ управленийӗн органӗсен элчисем, вӗренӳ организацийӗсен ертӳҫисем, ялти вӗрентекенсем пулӗҫ.
Съездӑн пленарлӑ пайне РФ Вӗренӳ министерствин ҫӗнӗ ертӳҫи Ольга Васильева тата Рособрнадзорӑн пуҫлӑхӗ Сергей Кравцов килме пултарӗҫ. Кӑҫал съездра «Ял шкулӗнчи вӗрентекен — Раҫҫейри вектор аталанӑвӗнче» тема тавра калаҫӗҫ.
Палӑртса хӑварар: Пӗтӗм Раҫҫейри I съезд 2012 ҫулта РФ Патшалӑх Думинче иртнӗ. Иккӗмӗш съезда 2014 ҫулта Тамбов облаҫӗнче йӗркеленӗ.
Lenta.ru информаци порталӗ Раҫҫейри хуласен экологи танлаштарӑмне хатӗрленине пӗлтерет. Сергей Донской чи таса тата таса мар хуласене палӑртнӑ.
Талаштарӑмра Мускав япӑх экологи тӗлӗшӗнчен пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унтан списока Норильск, Иркутск, Чита, Дзержинск, Красноярск, Екатеринбург, Челепи, Магнитогорск кӗнӗ.
Лайӑх экологи тӗлӗшӗнчен Тамбов облаҫӗ палӑрнӑ. Иккӗмӗш вырӑна – Алтай Республики, виҫҫӗмӗшне Белгород облаҫӗ йышӑннӑ. Чи таса 10 регион йышне Чӗмпӗр облаҫӗ, Алтай крайӗ, Чукотка автономи округӗ, Чӑваш Республики, Курск, Тамбов, Тӗмен облаҫӗсем кӗнӗ.
Танлаштарӑма ҫын сывлӑхне япӑх витӗм кӳрекен таса мар сывлӑша шута илсе хатӗрленӗ. Сывлӑш чи малтанах газсене пула вараланать.
Раҫҫейре чи лайӑх экологиллӗ регионсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Кун пирки greenpatrol.ru портал пӗлтерет.
Рейтинга хатӗрленӗ чухне 2015 ҫулти кӑтартусене шута илнӗ. Списока тунӑ чухне регионта ҫутҫанталӑка мӗнле сыхланине, промышленноҫ тата социаллӑ экологи мӗнлерех пулнине тишкернӗ.
Танлаштарӑма ӗненес тӗк, Тамбов облаҫӗ экологи тӗлӗшӗнчен чи лайӑх регион шутланать. Унтан Алтай списока тӑснӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Белгород облаҫӗ йышӑннӑ. Чӑваш Ен 8-мӗш йӗркене тивӗҫнӗ.
Рейтингра юлашки вырӑнсене Свердловск, Челябинск облаҫӗсем, Ҫурҫӗр Осети йышӑннӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Ен экологи тӗлӗшӗнчен хатӗрленӗ танлаштарӑмсенче яланах малти вырӑнсене йышӑнать. 2013 ҫулта пирӗн республика малти вырӑна йышӑнса та курнӑччӗ.
Чӑваш Ен Раҫҫейри чи таса регионсен йышне кӗнӗ. Пирӗн республика чи таса регионсен списокӗнче малти вырӑнсенчен пӗринче.
Чӑваш Республикипе пӗрле малти вырӑнсене Тамбов, Белгород, Томск, Курск облаҫӗсем, Алтай Республики йышӑннӑ.
«Симӗс патруль» ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен программа директорӗ Роман Пукалов палӑртнӑ тӑрӑх, чылай регионта ҫӳп-ҫап нумай, ӗҫмелли шыв пахалӑхӗ начар. Чӑваш Енре ку енӗсемпе лару-тӑру япӑх мар-мӗн.
Рейтингри аутсейдерсем Тула, Мускав, Свердловск, Челябинск облаҫӗсем, Ханты-Манси автономи округӗ пулнӑ. Волгоград облаҫӗ вара хальхинче 25-мӗш вырӑнтан 40-мӗшне аннӑ. Мускав та танлашӑмра аяларах аннӑ.
Халӗ тем тӗрле танлаштарӑм йӗркелекен те пур. Пӗрисем укҫа-тенкӗ тӑрӑмне палӑртма ӑнтӑлаҫҫӗ, теприсем ӑҫта пурӑнма лайӑхраххине пӗлесшӗн ҫунаҫҫӗ.
Халӗ тата «Симӗс патруль» экологи организацийӗ Раҫҫей субъекчӗсен экологи танлашӑмне хатӗрленӗ иккен. «Савӑнмалли хыпар: Чӑваш Ен ТОП-10 рейтинга кӗме пултарнӑ», — пӗлтерет «Хыпар» хаҫат.
Иртнӗ ҫул та пирӗ республика унта палӑрнӑ-ха. Хальхинче те вӑл унчченхи евӗрех 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Малти йӗркесене Тамбов, Белгород облаҫӗсем, Чукотка автономи округӗ йышӑннӑ. Чӑваш Ен малти вырӑнсенчен пӗрине йышӑннинче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» савут хута кайнин тӳпи те пур иккен. Списокра мала лекнисем — Челепи, Мускав облаҫӗсем, Ханты-Манси автономи округӗ. Рейтинг «хӳрешкинче» — Сарӑту, Свердловск, Тула облаҫӗсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |